| 13122 | Тӑван тени мӗн тени — ӗмӗр пӗрле пурнмалли. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13123 | Тӑван тоти — пыл тути, йот ҫын тути — юн тути. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13124 | Тӑван умра пур чухне хур тӑваймӗ ҫичӗ ют. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13125 | Тӑван усалли ҫичӗ ютран ирттерет. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13126 | Тӑван хапха юписем пӗр вӑрманта ӳснӗрен теҫҫӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13127 | Тӑван хута кӗмесен ҫичӗ ют хута кӗрес ҫук. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13128 | Тӑван чӗлхе Турӑ панӑ чӗлхе, ӑна манма юрамасть. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13129 | Тӑвана тӑван кӗтӳ кӗтнине хавас. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13130 | Тӑвана тӑван пулӑшмасан кам пулӑшать? | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13131 | Тӑвана тӑван ҫиет. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13132 | Тӑвана тӑванла пулӑш, юлташа юлташла пулӑш. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13133 | Тӑванӗпе тӑванӗ тӳрӗ пурӑнни чул хӳмерен те тӗреклӗрех. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13134 | Тӑванпа тӑван пӗр мар. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13135 | Тӑванпа тӑван пул, тӑшманпа тӑшман пул. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13136 | Тӑванпа тӑван ҫапӑҫнӑ ҫӗре пырса ан хутшӑн. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13137 | Тӑванпа уйрӑлсан тӑхӑр ҫул йӗрӗн, ҫӗршывран уйрӑлсан ҫӗр ҫул йӗрӗн. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13138 | Тӑвансем патне кайрӑм та, тӑват ан кӗпи тӑвӑр пулчӗ, ют ҫын патне кайрӑм та, виҫ ан кӗпи те аслӑ пулчӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13139 | Тӑвантан тӑван тӑранни ҫук. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13140 | Тӑвану килнине курсассӑн хӗвел пулса чупса тух. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13141 | Тӑваншӑн тӑван кермен хывать, тӑшманшӑн тӑшман шӑтӑк чавать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13142 | Тӑваншӑн тӑван Тӑвайне кайса килнӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13143 | Тепӗр кӳршӗ-аршӑ аякри тӑванран та маларах. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13144 | Тепӗр тӑван ҫичӗ ютран усалрах. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13145 | Тӗтӗм сӳнтерни вучах сӳнтерни мар, кил-ҫуртра вучах сӳнтӗр те, тӗтӗм ан сӳнтӗр теҫҫӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13146 | Тулта шӑнсассӑн пӳртре тӑлӑп тӑхӑнса ларнӑ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13147 | Тулти тӑман темех мар, пӳртри тӑман хӑрушӑ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13148 | Уй варне тырӑ акӑр та, ял варне ҫурт лартӑр. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13153 | Улма хаклӑ виҫене хурсан, тӑван хаклӑ хисепе хурсан. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13154 | Ура ҫинче тӑракан хӑнаран хӑрама хушнӑ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13155 | Усал хӑна хуҫине хӗнеме те именмен. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13149 | Хамӑр ялта хам малта. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13156 | Хамӑртан тӑван килнӗ чух шаршан вутти хутам-и, ютран тӑван килнӗ чух ҫирӗк вутти хутам-и? | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13157 | Хӑв тӑвану вут урлӑ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13158 | Хӑна апатне тӑраниччен ҫимеҫҫӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13159 | Хӑна апатне ямшӑк пуҫлать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13160 | Хӑна выҫӑран ҫӳремест. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13161 | Хӑна ӗҫки хире-хирӗҫ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13162 | Хӑна ӗшенмест, курка ӗшенет. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13163 | Хӑна килсен аш пиҫет, аш пиҫмесен пит пиҫет. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13164 | Хӑна килсен сӑй тухать, сӑй тухмасан ят тухать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13165 | Хӑна килсен хӑла пылна ан хӗрхен. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13166 | Хӑна куҫӗ саккӑр сӑвать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13167 | Хӑна кучӗ сарлака. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13168 | Хӑна пур чух хуҫи пуртӑ аври ҫинче ларать тет. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13169 | Хӑна пурнӑҫӗ виҫ кунлӑх. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13170 | Хӑна пухсан пӑхма та пӗлес пулать. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13171 | Хӑна ҫынни кашӑк хурса ҫиет. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13173 | Хӑна тени хӑлхаллӑ, чӗнменнисем чӗлхеллӗ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13172 | Хӑна тени хӑлхаллӑ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |
| 13174 | Хӑна туни хаклӑ мар, хисеп туни хаклӑ. | Тӑван ҫӗр — Ют ҫӗр |